Федераци шайӗнче йышӑннӑ ҫак программа 2012 ҫултанпа пурнӑҫланма тытӑнчӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ӗнер правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура ку программа республикӑри ялсене епле пулӑшнине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова ялсене ҫавӑнтанпа 239 врач ӗҫлеме кайнине пӗлтернине эпир ӗнер хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ялти сиплев учрежденийӗсене специалистсемпе комплектлассине 16,6 процент таран ӳстерме май килнӗ-мӗн. Тухтӑрсенчен чылайӑшӗ Канаш, Патӑрьел, Шупашкар тата Муркаш районӗсенчи сиплев учрежденийӗсем тӑрӑх сапаланнӑ. Вӗсем хӑш-хӑш районта ҫитменни пирки те эпир пӗлтернӗччӗ.
Тӗллевлӗ вӗрентме кӑҫал 9 интернпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Интернатура пӗтернӗ хыҫҫӑн вӗсен ялти сиплев учрежденийӗсенче ӗҫлеме тивӗҫ. Тӗллевлӗ вӗренекенсем яла таврӑнмасан вӗсене ӑс парса тӑкакланнине каялла тавӑрса илмеллине палӑртса хӑварнӑ.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче «Чӑваш пики — 2014» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхипе вӑл 8-мӗш хут йӗркеленнӗ.
Кӑҫал унта 16 пике хутшӑннӑ. Малтан конкурсҫӑсене ЧНК президенчӗ Николай Угаслов саламланӑ, унтан ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков, пӗлтӗрхи конкурс ҫӗнтерӳҫи Алиса Чайникова сӑмах илнӗ.
Пӗрремӗш конкурсра пикесем хӑйсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем куракансене хӑйсене сцена ҫинче хӑюллӑн тытма пӗлнипе, ҫепӗҫ чӗлхипе тыткӑнланӑ. Тепӗр конкурсра пикесем анлӑ тавракурӑмлӑ пулнипе тӗлӗнтернӗ. Хӗрсем республикӑри хула ячӗсене те, чӑваш гимнӗн авторӗсене те, чӑваш театрне кам пуҫарнине те, чӑвашсен ӗлӗкхи календарьне те пӗлнӗ. Тӗрӗссипе, ыйтусем йывӑрах та пулман. Ҫапах такӑнакан та тупӑннӑ. Пӗр пике «ӑраскал» сӑмах пӗлтерӗшне пӗлеймен, тепри чӑвашсен этнографи ушкӑнӗсене калайман.
Пултарулӑх конкурсӗнче пикесем чӑваш ташшине те, тангӑна та ташланӑ, чӑваш юррисене шӑрантарнӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Акӑ Трак тӑрӑхӗнчен килнӗ Мария Козлова «Илеймӗн телее укҫа парса» сӑвӑ вуланӑ, Ҫӗрпӳ районӗнчи Зоя Михайлова Хусанкайӑн «Таня» поэмин сыпӑкне пӑхмасӑр каланӑ.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче ачасемпе ҫамрӑксен театр пултарулӑхӗн «Юмах ҫӑлкуҫӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 50 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Куракансем фестиваль финалисчӗсем сцена ҫинче кӑтартнӑ постановкӑсемпе киленнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Коляда» халӑх театрӗ «Русалочка» спектакль кӑтартнӑ. Патӑрьел районӗнчи «Солнышко» театр ушкӑнӗ «Сказка о рыбаке и о рыбке» постановка лартнӑ. Элӗк районӗн ачисем «Пукане» постановкӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири кружока ҫӳрекенсем «Диалог с поэтом» композици кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи ачасем, «Хӗлхем» театр ушкӑнӗ, «Чечеклӗ кӑмпа» юмах лартнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ «Кошкин дом» постановкӑпа савӑнтарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене тата унӑн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (21)
Комсомольски районӗнче ҫулсерен тӗрӗк тӗнчин культурин пӗтӗм тӗнчери «Урмай залида» фестивалӗ иртет. Унта Атӑл тӑрӑхӗнчи, Ҫӗпӗрти, ытти кӳршӗ ҫӗршыври тӗрӗк халӑхӗсем тупӑшаҫҫӗ.
Чӳкӗн 27-мӗшӗнче Урмаелти информаципе культура центрӗнче йӑлана кӗнӗ «Милли мирас» республика фестивалӗ иккӗмӗш хут иртнӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫисем «Урмай залида» фестивале хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Вӑл ҫитес ҫулхи ҫӗртме пуҫламӑшӗнче иртӗ.
Фестивале Комсомольски, Патӑрьел, Елчӗк районӗсенчи, Шупашкарти тата Чулхула облаҫӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе — 18 ушкӑн. 200 ытла ҫын «Милли мирас — 2014» лауреачӗ пулса тӑнӑ.
«Урмай залида» фестивале хутшӑнмашкӑн Урмаелти «Мишар» халӑх фольклорпа эстрада ушкӑнӗ, Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулти халӑх инструменчӗсен тата хореографи ансамблӗ, Ыхракассинчи вӗрентекенсен фольклор ушкӑнӗ тивӗҫнӗ.
Фестивале аслисемпе тан 8 ҫултан аслӑрах ачасем те хутшӑннӑ. 75 тата 80 ҫулсенчи Гелсире апа Шайдуллина тата Фехри апа Акшова тутар ташшине ташланӑ.
Сӑнсем (11)
Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем Улатӑр районӗнчи ӗҫтешӗсемпе тахҫанах туслӑ ҫыхӑну тытни пирки пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем асӑннӑ районти Ҫӗнӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗпе туслашнӑ иккен.
Иртнӗ эрнере «Савӑнӑҫ» вокал ушкӑнӗ каллех Улатӑр районне ҫитсе килнӗ. Ара, маларах асӑннӑ Культура ҫурчӗ ҫур ӗмӗрхине паллӑ тунӑ-ҫке. Унти куракансем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи маттурсене кӑмӑлтан йышӑннӑ-мӗн. Улатӑр район администрацийӗн культура пайӗ вӗсене юбилей мероприятийӗнче савӑнӑҫ кӳнӗшӗн дипломпа та хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (8)
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче урамсене ҫул сарма тытӑннӑ. Укҫана комплекслӑ майпа тума тесе уйӑракан программа шучӗпе уйӑрнӑ. Проект хакӗ 54,3 миллион тенкӗ ытла тӑрать иккен.
«Кӗмӗле» асӑннӑ ялти Ҫул, Хӗвеллӗ, Ҫаран, Хӗвеланӑҫ урамсене ҫул сарма ямалла. Ӗҫе республикӑри пысӑк строительство предприятийӗсенчен пӗри, «Чӑвашатвоҫул» акционерсен уҫӑ обществи кӳлӗннӗ ӗнтӗ. Строительсем строительствӑна килес ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ тӗлне, ку вӑл Республика кунӗ, ӗлкӗрме шантараҫҫӗ-мӗн.
Афганистанран Совет ҫарӗсене илсе тухнӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа унта та кунта тӗрлӗ мероприяти иртет. Шӑмӑршӑра, ав, унти вӑрҫа хутшӑннисемпе тӗлпулу йӗркеленӗ.
Вӗсемпе курнӑҫма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.П. Фадеев, Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ раойнӗсенчи пайӗн пуҫлӑхӗ П.Г. Васюков пынӑ.
Афганистанри вӑрҫа хутшӑннисене Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри союзӗн Тӗп Правленийӗ ҫирӗплетнипе пама йышӑннӑ юбилей медалӗпе чысланӑ. Наградӑна пирӗн ҫарсене асӑннӑ ҫӗршывран илсе тухнӑранпа чӗрӗк ӗмӗр ҫитнине халалланӑ.
Сӑнсем (5)
Юлашки вӑхӑтра урнӑ тилӗ, кушак пирки унта та кунта илтме пулать. Хӑш-пӗр хуҫалӑхра карантин пулнине палӑртнӑ. ЧР Патшалӑх ветеринари службин специалисчӗсем республикӑри 10 уйӑхри лару-тӑрӑва пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал 10 уйӑхра ветеринари службин специалисчӗсем майракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирленине, сальмонеллеза, пастереллеза, пыл хурчӗсен чирне тупса палӑртнӑ.
Ҫак тапхӑрта урнӑ чирпе чирлӗ 11 чӗрчуна палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче 5 тилӗ, 3 мӑйракаллӑ шултра выльӑх, 3 кушак.
Лейкоза пула Улатӑр районӗнчи 5 ҫын хуҫалӑхӗнче асӑрхаттару пулнӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхӑн катараллӑ горячка чирне Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче палӑртнӑ. Кайӑк-кӗшӗк сальмонеллезпа чирлӗ тӗслӗх — Хӗрлӗ Чутай районӗнче, пастереллез — Тӑвай тата Ҫӗмӗрле районӗсенче. Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗмӗрле районӗсенче пыл хурчӗсем чирлине палӑртнӑ.
Хальлӗхе республикӑри 21 вырӑнта мӑйракаллӑ шултра выльӑх лейкозпа чирлӗ.
Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫри «Шуҫӑм» халӑх фольклор ансамблӗ 20 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫавна май пысӑк концерт иртнӗ.
Ансамбле Валерий Васильевич Фролов 20 ҫул ертсе пырать. Ансамбль 1994 ҫулта йӗркеленнӗ. Унта ҫӳрекенсем хастар, вӑй-хӑватлӑ. Халӗ унта 17 ҫын сукмак такӑрлатать. Ушкӑн тӑван культурӑн йӑли-йӗркине сӳнме памасть.
Уяв концертӗнче Аслӑ Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Секретов, Патӑрьел район администрацийӗн тӗп эксперт специалисчӗ Полина Логунова, Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗн директорӗ Алевтина Овчинникова, Вӑрман районӗнчи Арапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Агеев тухса калаҫнӑ.
Юбилее паллӑ тума Чӗмпӗрти «Палнай» тата «Сарнай» фольклор ансамблӗсем, Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнчи ушкӑн ҫитнӗ. Уяв «Шуҫӑм» сцена ҫине тухнинчен пуҫланнӑ. Сцена ҫинче чылай юрӑ янӑранӑ.
Сӑнсем (39)
Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики–2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртас, чӑваш культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас лартакан мероприятие хутшӑнакансене сцена культури, аудиторипе калаҫас, сцена ҫинче тытас, артист ӑсталӑхне тата ыттине кура суйланӑ.
Конкурс вӑхӑтӗнче «Асанне арчи» наци ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ.
Конкурса хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштаракан слайд-шоу хатӗрленӗ. «Тӑван ен, тӑван тавралӑх» слайд-шоу вӑхӑтӗнче тӑван кӗтесе, яла, йӑла-йӗркене, яла, ял уявне кӑтартнӑ. «Чӑваш наци апачӗ» ӗҫе те хӗрсем аван хатӗрленӗ.
«Чӑваш пики–2014» ята Патӑрьелти Таня Николаева ҫӗнсе илнӗ. «Вице Чӑваш пики–2014» ята Чӑваш Ишекри Светлана Максимова тивӗҫнӗ. Начар Упи ялӗнчи Ольга Сироткина «Хӳхӗм пике» пулса тӑнӑ, асӑннӑ ялти Светлана Журавлева — «Ҫепӗҫ пике», Алманчӑри Инна Петрова — «Илӗртӳллӗ пике», Ҫӗнӗ Ахпӳртри Елена Козлова — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике».
Сӑнсем (16)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.